33 псалом

33 псалом

Пур вăхăтра Турра мухтам,/ чĕлхе-çăварăмпа яланах Ăна мухтаса тăрам./ Манăн чунăм Турăпа мухтанĕ;/ йăвашсем илтĕç те хĕпĕртесе çитĕç./ Манпа пĕрле Турра аслăлăр,/ пĕрле тăрса Унăн ятне мухтăр./ Эпĕ Турра шырарăм та, Вăлмана илтрĕ,/ мана пур инкекрен те хăтарчĕ./ Ун çине шанса пăхакансем çутăлса кайрĕç,/ вĕсенĕн пичĕсем намăс курмĕç./ Çак мĕскĕн тархасларĕ те, Турă ăна илтрĕ,/ ăна пур асапĕнчен те çăлчĕ./ Турăран хăракансене Унăн Ангелĕ пур енчен те сыхласа тăрать,/ вĕсене хăтарса тăрать./ Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр!/ Ун çине шанса тăракан çын телейлĕ./ Эй Туррăн таса çыннисем, Турăран пурсăр та хăраса тăрăр:/ Унтан хăракансенĕн çитменни нимĕн те çук./ Çамрăк арăслансем хĕн те кураççĕ, выçă та аптăраççĕ:/ Турра шыракансем пĕр ырăлăхран та юлмаççĕ./ Килĕр, ачасем, итлĕр мана: Турăран хăрама вĕрентем сире./ Этемĕн пурăнасси килет-и, вăрăм ĕмĕрле пулса ырă курасси килет-и?/ Усал сăмах каласран чĕлхÿне чар,/ ултавлă сăмах кăларасран çăварна чарса тăр./ Усал ĕçрен пăрăн, ырă ĕç ту;/ çынпа килĕштерме тăрăш, çав май çÿре./ Туррăн куçĕ тÿрĕ çынсем çинче, Унăн хăлхи вĕсем йăлăннă енче./ Унăн сăнĕ усал тăвакансем çине, вĕсенĕн ятне çер çинчен пĕтерес тесе, пăхса тăрать./ Тÿрĕ çынсем тархаслаççĕ те, Турă вĕсене илтет,/ вĕсене пур асапĕсенчен те хăтарать./ Хуйхăллă чĕреллисене Турă çывăх тăрать,/ мĕскĕн кăмăллисене Вăл çăлĕ./ Тÿрĕ çыннăн хуйхă нумай:/ Турă ăна пуринчен те хăтарĕ./ Вăл унăн шăмми-шаккине сыхă усрать:/ унăн пĕр шăмми те ванмĕ./ Çылăхлă çынна усаллăхĕ вĕлерĕ,/ тÿрĕ çынна кураймансем пĕтсе лареç./ Турă Хăйĕн чурисенĕн чунĕсене хăтарĕ.// Ун çине шанакансем пĕри те пĕтмĕç.

Яндекс.Метрика