Литургия
1-ый антифон
Эй чунăм, Турра мухта. Эй Турă, Эсĕ мухтавлă.
Эй чунăм,/ Турра мухта, ăшăмри мĕнпур шухăшăм, Унăн таса ятне аслăла./
Эй чунăм,/ Турра мухта,/ Вăл тунă ырăлăхсене ан ман.
Вăл санăн йĕркесĕр ĕçÿсене пурне те каçарать;/
Пур чирÿсене те тÿрлетет;
Пурăнăçна пĕтесрен сыхлать;
Хĕрхенекен уçă кăмăлĕпе сана мухтавлă тăвать;
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне ырăлăхпа тултарать:
Вара çамрăкланса ăмăрт кайăкĕ пек пулăн.
Турă ырăлăх парса тăрать.
Хурлăха юлнисене пурне те суд туса парать.
Вăл Моисее Хăй çулĕсене кăтартнă,
Израиль ывăлĕсене Хăй ирĕкне пĕлтернĕ.
Турă уçă кăмăллă, хĕрхенекен кăмăллă;
Вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă.
Мухтав: халĕ те:
Эй чунăм, Турра мухта;/ ăшăмри мĕнпур шухăшăм, Унăн таса ятне аслăла.
Эй Турă, Эсĕ мухтавлă.
2-ой антифон
Эй чунăм, Турра мухта;/ хам пурăннă чух Турра мухтам,/ мĕн пурăннă таран Туррăма мухтаса юрлам./ Княçсем çине, этем ывăлĕсем çине ан шанăр:/ вĕсенчен çăлăнăç çук./ Этемĕн чунĕ тухса каять те, вăл çĕре кĕрет,/ унăн мĕн тăвас тенĕ шухăшĕсем пурте çав кунах пĕтеççĕ./
Иаков Турри пулăшкан çын телейлĕ:/ унăн шанчăкĕ хăйĕн Турри çинче:/ пĕлĕтпе çĕре, тинĕсе, унти мĕнпур япаласене пурне те пултаракан,/ чăнлăха ĕмĕр сыхласа тăракан Турă çинче:/ Турă хурлăха юлнисене суд туса парать,/ выçăхнисене çимĕç парать,/ Турă тимĕрленисенĕн тимĕрне илет./ Турă суккăррисене ăса кÿртет,/ антарса янисене Турă каллех улăхтарать,/ Турă сăваплă çынсене юратать./ Турă ютран килнисене сыхлать;/ тăлăхсене, тăлăх арăмсене хĕрхенет,/ çыхлăхлă çынсенен çулне çухатать./ Турă ĕмĕрех Патша пулса тăрĕ;/ эй Сион, санăн Турру сыпăкран сыпăка пырĕ./
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр – ĕмĕрех; аминь.
Единородный Сыне
Эй Туррăн пĕртен-пĕр çуралнă Ывăлĕ,/ Турă Сăмахĕ, Христос Туррăмăр,/ Эсĕ, вилĕмсĕрскер, пире çăласшăн Таса Турă Амăшĕ ĕмĕр Хĕр Марияран ÿтленсе чăн çын пулнă,/ хĕрес çинче вилсе вилĕме çĕнтернĕ./ Эсĕ Святой Виç-ипостаçлĕ Турăран пĕри,/ Сана Атте Турăпа, Святой Сывлăш Турăпа пĕрех хисеплетпĕр:// Эсĕ пире çăл. – 2 хут
3-ий антифон
Эй Турă, Патшалăхна кĕрсен,
Патшалăхунта асна ил пире.
Мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ:/ вĕсене Çÿлти Патшалăх пулĕ.
Йĕрекенсем телейлĕ:/ вĕсем савăнĕç.
Йăваш кăмăллисем телейлĕ:/ вĕсене çĕр тивĕ.
Тÿрĕшĕн выçăхса çунакансем телейлĕ:/ вĕсем тăранĕç.
Çынна хĕрхенекенсем телейлĕ:/ вĕсене хăйсене хĕрхенÿ пулĕ.
Таса чĕреллисем телейлĕ:/ вĕсем Турра курĕç.
Килĕштерÿ кÿрекенсем телейлĕ:/ вĕсене Турă ывăлĕсем тесе калĕç.
Тÿрĕшĕн хĕсĕрленине тÿсекенсем телейлĕ:/ вĕсене Çÿлти Патшалăх пулĕ.
Сире Ман пирки хурласан, хĕсĕрлесен,/ тĕрлĕ усал сăмахпа вырăнсăр хăртсассăн, эсир телейлĕ пулăр.
Савăнăр, хĕпĕртенĕр,/ Пĕлĕт çинче сире пысăк сăвап пулĕ.
Тен Симвале
1.Пĕр Атте Турра ĕненетĕп, Вăл пурне те тытса тăрать; пĕлĕте, çĕре, курăнаканнине, куранманнине, пурне те Вăл пултарнă тесе.
2.Тата пĕр Иисус Христос Турра ĕненетĕп, Вăл Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ, Вăл пур ĕмĕртен малтан Ашшĕнчен çуралнă; Вăл çутăран çутă тухнă пек чăн Турăран çуралнă чăн Турă, Ăна пултарман, Вăл çуралнă, Вăл Ашшĕпе пĕрех, пурте Ун урлă пулнă, тесе.
3.Вăл пире этемсене çăласшăн Çÿлтен анса, Святой Сывлăш хăвачĕпе Мария Хĕртен ÿтленсе çын пулнă, тесе.
4.Понтий Пилат пурăннă вăхăтра Ăна пирĕншĕн хĕрес çумне пăталаса, асаплантарса, вĕлерсе пытарнă, тесе.
5.Турă çырăвĕнче çырнă пек, Вăл виççĕмĕш кунне вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, тесе.
6.Вăл Пĕлĕт çине çĕкленсе Ашшийĕн сылтăм енне ларнă, тесе.
7.Вăл чĕррисене те, вилнисене те суд туса уйăрма аслăлăхĕпе тата килмелле, Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтес çук, тесе.
8.Тата Святой Сывлăш Турра ĕненетĕп, Вăл чĕрĕлĕх парать, Вăл Ашшĕнчен тухать, Ăна Ашшĕпеле, Ывăлĕпеле пĕрле мухтаса пуççапмала; пророксене Вăл калаттарнă, тесе.
9.Чиркĕве ĕненетĕп, вăл пĕрреçех, таса, пĕтĕм çĕр çинче пĕрре анчах, вал Апостолсенчен юлнă, тесе.
10.Çылăха каçартармашкăн пĕрре анчах тĕне кĕмеллине пĕлсе тăратăп.
11.Вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрассипе
12.леш тĕнчере ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнассине кĕтсе тăрăтап. Аминь.
Отче наш
Эй Çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те Çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире, эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кÿрт пире, усалтан хăтар пире.